Чӑваш Енре Ял кинофестивалӗ кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртет. Ӑна хальхинче Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халаллӗҫ, вӑл 5 районта иртӗ. Паллах, Роспотребнадзор сӗнӗвӗсене те шута илӗҫ.
Паян кинофестиваль Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче уҫӑлӗ. 18 сехетре унти кинозалта пултарулӑх ушкӑнӗсем сцена ҫине тухӗҫ. Кинозалта «Чӑвашкино» ӳкернӗ «Ҫынсем-халапсем» ярӑмри документлӑ фильмсемпе паллашма май пулӗ. Киностудин фондӗнчи илемлӗ фильсемпе те паллаштарӗҫ. Вӗсен йышӗнче – «Ржев» тата «28 панфиловцев».
Юпан 20-мӗшӗнче кинофестиваль Тӑвай районӗнче иртӗ, унтан – Патӑрьел тата Куславкка районӗсенче. Юпан 23-мӗшӗнче мероприяти Муркаш районӗнче вӗҫленӗ.
Шупашкар районӗнчи 38 ҫулти вӑйпиттие 14-ри яша хӗненӗшӗн явап тыттарасшӑн.
Арҫын Етӗрне районӗнчи Исимпай ялӗнче пӗр хӗрарӑмпа пурӑннӑ. Унпа харкашма тытӑнсан хӗрарӑмӑн 14 ҫулти ывӑлӗ яланах амӑшне майлӑ пулнӑ, ӑна хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ. Усал арҫын ҫавӑншӑн ача ҫине пӗрре кӑна мар алӑ ҫӗкленӗ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ.
Яша нушалантарса пурӑннӑ арҫын тӗлӗшпе халӗ Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ.
Маларах ҫавӑн пек тӗслӗх Йӗпреҫ районӗнче пулнӑччӗ. Унта арҫын арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑмпа ывӑлне хӗнесе пурӑннӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр майпа явап тыттарма йышӑннӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекен Алевтина Семенова Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗн патшалӑх стипендине тивӗҫнӗ. Талпӑнуллӑ артист конкурса вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ инсценировкӑпа (пьесӑпа) хутшӑннӑ. Ӑна театрта ачасем валли лартма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Алевтина хӑй те амӑшӗ пулнӑ май ачасем питех вулама юратманнине аван пӗлет. Анчах вӗсене те кӑсӑклантарма пулать. Кӗнеке урлӑ мар тӑк, драматурги урлӑ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн ӗҫӗнче вӑрҫӑ ҫинчен документлӑ кадрсемпе усӑ курасшӑн. Ӑна пысӑк киноэкран ҫинче кӑтартасшӑн.
Алевтина Семенова (Бранькова) 1982 ҫулта Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ. 2005 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен драма ӳнерӗн тата кино артисчӗ пулма вӗренсе тухнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан 62 ҫулти хӗрарӑм ӗне сутас тесе улталаннӑ. Пӗлтерӗве тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ. Кӗҫех «туянакан» та тупӑннӑ. Вӑл хӗрарӑмӑн банкри счечӗпе кӑсӑкланнӑ, ун ҫине 40 пин тенкӗ укҫа куҫарса панине пӗлтернӗ, банкомата кайса пӑхма сӗннӗ. Хӗрарӑм шухӑша улӑштарнине каласан хайхи этем кӑмӑлсӑрланнӑ, укҫана каялла тавӑрса пама ыйтнӑ. Ҫулланнӑ хӗрарӑм тӑванӗсемпе канашласа та ӗлкӗреймен – лешӗ ҫине-ҫине шӑнкӑравласа укҫа тапӑннӑ. Хӗрарӑм итленӗ.
Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 36 ҫулти хӗрарӑма та ҫавӑн пек мелпе улталама хӑтланнӑ. Анчах банк карттин реквизитне хӗрарӑм каламан.
Чӑваш Ен ШӖМӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ тӗслӗхсемпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ.
Шупашкар районӗнче икӗ пульницӑна тӗплӗн юсама палӑртнӑ. Ку хыпара республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви паян пӗлтернӗ.
Ӗнер Шупашкар районӗнче сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пулнӑ. «Перекетлӗ поликлиника» наци проектне пурнӑҫа кӗртнӗ май район пульницинчи стационарта тивӗҫлӗ ӗҫсем туса ирттермелле. Министр пульницӑн путвалӗнче юсав ӗҫӗсем епле пынипе те паллашнӑ.
Маларах асӑннӑ наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Ишлейри 2-мӗш номерлӗ район пульницине тата Тутаркассинчи участокри пульницӑна та тӗплӗн юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑра тепӗр виҫӗ ФАП тума палӑртнӑ. Ҫавна май виҫӗ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
ФАПсем Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Арапуҫра, Шупашкар районӗнчи Шуркассинче, Етӗрне районӗнчи Янӑмра пулӗҫ. Аукционри малтанхи хак – 4 миллион ытла тенкӗ. Аукционсем юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗҫ. Унта ҫӗнтернӗ подрядчиксен ФАПа кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
ФАП пӗр хутлӑ пулӗ. Унта йышӑнмалли пӳлӗм, процедура тумалли пӳлӗм, эмел упрамалли пӳлӗм тӑвӗҫ. Сӑмах май, кӑҫал республикӑра 6 ФАП тума пуҫланӑ ӗнтӗ.
Паллӑ ҫыравҫӑ, Шупашаар районӗнчи Тойтерек (унччен Чуралькасси) ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Иван Илларионов (Иван Мучи) ҫуралнӑранпа авӑнӑн 29-мӗшӗнче 125 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнче вӗренекенсем Иван Мучи ҫинчен чылай тӗпчесе пӗлнӗ, унӑн кун-ҫулӗнчи паллӑ самантсемпе ҫывӑхрах паллашнӑ.
Шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Никооаева пӗлтернӗ тӑрӑх, Иван Мучин пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма ҫыравҫӑн хӗрӗ Людмила Ивановна Фомина ҫемье архивӗнчи материалӗсене шкула парнелени пысӑк пулӑшу кӳрет. Вӗренекенсем 1928-мӗш ҫулхи, 1930-1940-мӗш ҫулсенчи «Капкӑн» журналсемпе (пичет кӑларӑмне шӑпах Иван Мучи никӗсленӗ) кӑсӑклансах паллашнӑ, ҫемьен сӑн ӳкерчӗкӗсен альбомне пӑхса тӗлӗннӗ, хайлавӗсене вуласа тишкернӗ.
«Иван Ивановичӑн пурӗ 113 псевдоним пулнӑ, вӗсен шутӗнче Утик, Хӑймала, Мами, Сӑнакан, Илтекен, Куракан... Халӑхра ӑста сатирик Иван Мучи тенипе асра юлнӑ», – тесе хыпарлать Алина Николаева.
Сӑмах май, ӗнер Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче сатирика асӑнса литература каҫӗ иртнӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче сатирӑпа юмор каҫӗ иртӗ. Ӑна ҫыравҫӑ, «Капкӑн» сатира журналне никӗслекенӗ Иван Мучи ҫуралнӑранпа 125 ҫитнине халалланӑ. Мероприятие Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗпе (ертӳҫи — Лидия Филиппова) пӗрле йӗркелеме палӑртнӑ. Литература каҫне ҫыравҫӑсем, чӑваш эстрада артисчӗсем, «Капкӑн» журналӑн редакторӗнче тата пичет кӑларӑмӗнче ӗҫленисем пухӑнӗҫ.
Иван Мучи Шупашкар районӗнчи Тойтирекре 1895 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хусанти вӗрентекенсен семинарӗнче пӗлӳ илнӗ. Вӑл актер, тӗпчевҫӗ, литература тата театр критикӗ пулнӑ. Истори тата сатира прозин ӑсти тӗрлӗ жанрпа ӗҫленӗ май калавсем, фельетонсем, халапсем, шӳтсем, памфлетсем, юмахсем, репортажсем, очерксем ҫырнӑ. Унӑн тӗп кӑларӑмӗсем: «Кулӑшла калавсем», «Катка хыҫӗнчи этем», «Суйласа илнисем», «Хӗрлӗ кулӑш» т.ыт.те. Антон Чехов хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнчи Литература каҫӗ 13 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкар районӗнчи пульницӑра ӗҫлекен участокри врача кӑшӑлвируса хирӗҫ ӗҫсене кирлӗ пек пурнӑҫламаншӑн явап тыттарӗҫ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Елена Прокопьева оперштабӑн ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Аса илтерер: кӑшӑлвируспа кӗрешекен оперативлӑ штаб эрнекун ларӑва пухӑннӑччӗ.
Шупашкар районӗнчи пульницӑра ӗҫлекен тухтӑр кӑшӑлвирус тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн профилактика ӗҫӗсене пурнӑҫлассипе ҫине тӑман. Чирлӗ ҫынпа хутшӑннӑ ҫынсене вӑл вӑхӑтра шута илмен тата COVID-19 анализне илме яма васкаман.
Направлени пулсан та анализ пама кайманнисем те пулнӑ пирӗн республикӑра. Ун пеккисен тӗлӗшпе иртнӗ эрнере икӗ протокол ҫырнӑ.
Вӑрмарти лавккасенчен пӗринче администратор маскӑсӑр ӗҫленӗ. Ун тӗлӗшпе те протокол ҫырнӑ.
Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере арҫын виллине тупнӑ. Ку авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулнӑ.
Пӗвен юхса тухмалли пӑрӑхӗнче арҫын виллине курсан ҫынсем шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑ гидротум тӑхӑнса пӑрӑха 10 метр шала кӗнӗ те арҫын виллине илсе тухнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе полици ӗҫлет, мӗн пулса иртнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнчи нурӑс ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере те арҫын виллине тупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |